Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ача-пӑча уйлӑхӗсенче вырӑн йышӑнмалли вӑхӑта каяраха куҫарнӑ. Унта сӑмах Канашпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем, Канаш районӗ пирки пырать. Ҫакӑ республика кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ пӗрремӗш тапхӑрта ҫеҫ пулнипе ҫыхӑннӑ. Халӗ пирӗн тӑрӑхра иккӗмӗш тапхӑра та куҫайман, ҫав вӑхӑтрах Роспотребнадзор уйлӑхсене виҫҫӗмӗш тапхӑрсӑр та ӗҫлеттермӗ.
Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисемсӗр, Канаш райтнӗсемсӗр пуҫне ыттисен заявкисене ҫӗртмен 5-мӗшӗнче йышӑнма пуҫламалла. Анчах, тӳрех калар, ку вӑл – малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх. Йӑлтах кӑшӑлвирус лару-тӑрӑвӗнчен килет.
Хӑҫан уҫӑласси паллӑ терӗмӗр те, анчах ӑна татсах каламан-ха. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫуллахи уйлӑхсем ҫитес уйӑхӑн 15-мӗшӗнче уҫӑлма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки паян сӑмах хускатнӑ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штаб паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев ашшӗ-амӑшӗн заявкине утӑ уйӑхӗн 27 тата 28-мӗшӗсенче, ҫавӑн пекех утӑ уйӑхӗн 4 тата 5-мӗшӗсенче йышӑнассине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чару мерисене халӗ пӗрремӗш тапхӑр шайӗнче ҫемҫетнӗ. Ача-пӑча уйлӑхӗсене вара Роспотребнадзор виҫҫӗмӗш тапхӑрсӑр уҫма сӗнмест. Апла пулсан, йӑлтах лару-тӑру епле пулнинчен килӗ.
Чӑваш Енре ҫамрӑксен премине кама парассине палӑртма пуҫтарӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ.
Ҫамрӑксен патшалӑх премине парассипе ӗҫлекен комисси ларӑвне Сергей Яковлев министр ертсе пынӑ.
Министр каланӑ тӑрӑх, 2019 ҫулшӑн преми илме 61 ҫын 34 ӗҫ тӑратнӑ. Комисси 29 ҫыннӑн ӗҫӗсене тишкерсе Чӑваш Ен Элтеперне пӑхса тухма ярса панӑ.
Ҫамрӑксен патшалӑх премине пирӗн республикӑра 19996 ҫултанпа параҫҫӗ. Вӑл пултаруллӑ ҫамрӑксене палӑртса вӗсене пулӑшма май парать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Преми лауреачӗн ятне ӑслӑлӑхра, техникӑпа производствӑра, литературӑра, культурӑпа ӳнерте, вӗрентӳре, воспитани парас тата ҫамрӑксен политики енӗпе, журналистикӑра, сывлӑха сыхлассинче, патриотизм тата спорт енӗпе, нимеҫӗсен ретӗнче тӑрӑшакансем тивӗҫеҫҫӗ. Пӗр преми виҫи 50 пин тенкӗпе танлашать. Ӑна 10 сферӑри ҫамрӑка параҫҫӗ.
Чӑваш Енри ача ҫурчӗсенче пурӑнакансене ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене илме юрать. Ача ҫуртӗнче темле лайӑх пулсан та килтине нимӗн те ҫитмест. Унта ачасем ҫемьери хутшӑнусене кураҫҫӗ, пӗр-пӗринпе епле тытмаллине хӑнӑхаҫҫӗ. Ку ҫеҫ те мар. Ялан ача ҫуртӗнче пурӑнни йӑлӑхтарать-ывӑнтарать. Ҫемьере пурӑнни вӗсемшӗн уяв пекех. Унта йӑлтах урӑхла.
Каникул вӑхӑтӗнче тӑлӑхсене пӗр-пӗр ҫемьене илес тесен ача ҫурчӗсене ҫитсе заявлени ҫырмалла. Ачана иличчен ҫемьесен ҫӗнӗ кӑшӑлвируспа чирлеменнине тата чирлӗ ҫынсемпе хутшӑнманнине справкӑпа ӗнентермелле. Ҫав справкӑна вӗсен ачана киле илсе кайиччен виҫ кун маларах илмелле.
Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне хӑҫан тытасси паллӑ. Пӗрремӗш экзамена утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тыттарӗҫ. Ун чухне пӗлӗве географипе, литературӑпа тата информатикӑпа тӗрӗслӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 6, 7-мӗшӗсенче вырӑс чӗлхипе ППЭ пулӗ, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче – математикӑпа, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче – историпе тата физикӑпа, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче – обществознанипе тата химипе, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче – биологипе тата ют чӗлхесен ҫыру пайӗпе, утӑ уйӑхӗн 22 тата 23-мӗшӗсенче – ют чӗлхесемпе ӑсра каламалли пайӗпе.
Вырӑс тата ют чӗлхесемсӗр пуҫне резерв кунӗсене утӑ уйӑхӗн 24 тата 25-мӗшӗсене палӑртнӑ.
Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне утӑ уйӑхӗнче экзамен тытма тӗрлӗ сӑлтава пула май килменнисем валли ҫурла уйӑхӗнче май туса парӗҫ.
Чӑваш Енри вӗренӳ тытӑмӗ кӑҫал шкул вӗренсе пӗтернисене патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытарма хатӗр. Кун пирки республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев паян пӗлтернӗ. Вӑл каланине ведомство сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
ППЭ тытма кӑҫал 6060 заявлени панӑ иккен. Патшалӑх экзаменне тытармалли 37 пукнта хатӗрлесе ҫитернӗ.
Анчах, аса илтерер, ҫав экзамен кӑҫал аслӑ шкула вӗренме кӗрес ӗмӗтлисене ҫеҫ тытӗҫ. Аттестат илме экзамен тытмалла мар.
Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ пӗтӗм ҫӗршыври пекех ҫӗртме уйӑхӗн 29 тата 30-мӗшӗсенчи савлӑ экзаменсенчен пуҫланӗ.
Экзамена кӗекенсене ятарлӑ хатӗрсем тӗрӗслесе кӗртӗҫ, видеокамерӑсем ӗҫлӗҫ. Кӑшӑлвирусран сыхланмалли мерӑсем те йышӑнӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх Олег Николаев паян ирттернӗ пысӑк пресс-конференцире чӑваш чӗлхипе культурине упраса хӑварас ыйту та пулчӗ. Чӑваш чӗлхине упрас тата аталантарас тӗллевпе йышӑнма палӑртнӑ программӑна (ӑна Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттернӗ ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче Олег Николаев палӑртнӑччӗ) туса хатӗрлесси мӗнле пынипе, программӑшӑн кам яваплипе кӑсӑкланчӗҫ.
Олег Николаев программӑна туса хатӗрлессишӗн виҫӗ ведомство: Вӗренӳ, Информополитика, Культура министерствисем – яваплине пӗлтерчӗ. Республикӑри районсемпе хуласен администрацийӗсене те ҫак ӗҫе явӑҫтарнӑ.
«Халӑхӑн тӗрлӗ социаллӑ сийне кӑсӑклантаракан программа пулмалла вӑл», – тенӗ май утӑ уйӑхӗнче хатӗрлесе ҫитермеллине палӑртрӗ Олег Николаев.
Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче кадр йышӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Ку документа Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Унта вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулма Наталия Скворцовӑна лариасси пирки каланӑ.
Наталия Скворцова Сергей Яковлев министрӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Тата маларах вӑл министерствӑра ресурс тивӗҫтерӗвӗн пайӗн консультатӗнче тӑрӑшнӑ.
Министрӑн унчченхи ҫумне Надежда Дмитриевӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫав уйӑхрах, унччен темиҫе кун маларах, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн администрациме хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен проректорне Сергей Яковлева шаннӑ.
Ҫӗршывра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ кӑткӑсси шкул ачисене экзамен тыттарассине те пырса тивнӗ. Чӑваш Ен вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей Вӗренӳ министерстви 9-мӗш класс пӗтерекенсене вырӑс чӗлхипе математикӑпа экзамен тыттарас мар, отметкӑна ача ҫулталӑк хушшинче епле ӗлкӗрсе пынине тӗпе хурса лартас тесе йышӑннӑ.
Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тыттармалли вӑхӑта ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен куҫарӗҫ. Хӑҫан экзамен тытассине каярах пӗлтерме шантараҫҫӗ. ППЭ ирттермелли йӗркене те ылмаштарма палӑртнӑ. Вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа экзаменсене аслӑ шкула вӗренме кӗрес ӗмӗтлӗ ачасем ҫеҫ тыттарӗҫ.
1-8-мӗш классенче вӗренекенсене ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуллахи каникула ярӗҫ, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен.
Чӑваш Енре «Земство учителӗ» федераци программипе тӑватӑ ҫынна ӗҫе илӗҫ. Кун пирки республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин пресс-службинче паян пӗлтернӗ. Асӑннӑ программӑна хутшӑнас текенсен заявкисене йышӑнас вӑхӑта тӑснӑ. Вӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пухӗҫ.
Программӑна хутшӑнас тесен вӗренӳ учрежденийӗпе килӗшӳ ҫырмалла. «Земство учителӗ» программӑна хутшӑнакансен 50 пинрен сахалрах ҫын пурӑнакан ял-хулана ӗҫе вырнаҫмалла. Вӗсенче 5 ҫултан кая мар ӗҫлемелле. Ҫавӑн пек килӗшӳ тунӑ вӗрентекенсене 1 миллион тенкӗ укҫа парӗҫ. Вӑл тупрапа ҫын хӑй пӗлнӗ пек усӑ курайӗ.
Программӑна хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче йышӑнма тытӑннӑ ӗнтӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |